Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ.
Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи.
Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.
Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем. «Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ?» – ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ.
Паян 9 сехетрен пуҫласа пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗччен урамра газ шӑрши туйсан пӑшӑрханса ан ӳкӗр. Ҫак тапхӑрта республикӑна ортодонт илсе килеҫҫӗ. Ҫак япалана газа яраҫҫӗ, ҫапла майпа унӑн шӑрши туйӑнать. Ку шӑршӑ вара газ сывлӑша тухнине пӗлме май парать.
Шупашкарти магистральлӗ газопроводсен лини производство управленийӗ ортодонта ҫак маршрутпа илсе килет: «Шупашкар» КС-22, Шупашкарти ГРС-1, Болдино, Ужовка, Шупашкарти ГРС ТЭЦ-2. Унтан ӑна ҫӗр айӗнчи пичкене яраҫҫӗ.
Ортодонт илсе килнӗ чухне Шупашкарта, Шупашкар, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Етӗрне районӗсенче газ шӑрши кӗме пултарӗ. Ыйту сиксе тухрӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 56-09-20, 30-54-09.
Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче пурӑнакан Роза Бычкова лашасене юратать. Ӑратлӑ лашасене вӑл 20 ҫул ытла усрать. Хӗрарӑм вӗсемпе мӗн ачаран кӑсӑкланать. Унӑн аслашшӗ те ҫак чӗрчунсене юратнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан Роза Николаевна фермӑна ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Киле кунне темиҫе хутчен те хутлама тивнӗрен вӑл лаша туянма шутланӑ.
Халӗ унӑн килӗнче – 9 урхамах. Роза Николаевна ирех вӗсем патне васкать. Вӑл лашасемпе калаҫма юратать, унтан шӑварать, ҫитерет. Лашасемсӗр пуҫне унӑн икӗ ӗне, сакӑр кролик, чӑхсем пур. Паллах, ӗҫӗ нумай. Амӑшне ку ӗҫре ачисем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫамрӑк чухне Роза Николаевна лаша спорчӗн шкулне вӗренме кайма ӗмӗтленнӗ, анчах май килмен. Унӑн ӗмӗтне вӑталӑх хӗрӗ Таня пурнӑҫланӑ.
Роза Бычкова лашасемпе кӑсӑкланакансем валли экскурси йӗркелесшӗн. Тата вӑл патшалӑх программине хутшӑнса ферма уҫасшӑн. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан вара Роза Николаевна ялти клуба фольклор ушкӑнне юрлама васкать.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, тӗп ыйтӑвӗ Патшалӑх Канашне ертсе пыракана суйласси пулнӑ. Ҫапла майпа Альбина Егорова председатель должноҫне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫак ларӑвӗнче председателе ҫирӗплетмешкӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн депутачӗсем иртнӗ ларура вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ.
Аса илтерер, Альбина Егорова 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх техника университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Ултӑ ҫул хушши Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑпа тариф службине ертсе пынӑ, 2016 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗн предселателӗн ҫумӗнче — хысна, финанс тата налуксем енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Валерий Филимонова председательтен кӑларсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Арманкасси ялӗнче Ананьевсен килӗнче пушар тухнӑ. Шел те, ҫулӑм ҫурта, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫемье килсӗр тӑрса юлнӑ.
Пушарта выльӑх-чӗрлӗх те ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра хуҫисем килте пулман. «10 ҫулта ӗҫлесе илни йӑлтах пӗтрӗ. Нимӗн те тӑрса юлмарӗ», - каласа кӑтартнӑ ҫемье пуҫӗ Анатолий.
Ананьевсене пулӑшу кирлӗ. Инкекре алӑ тӑсакансем пур-ха: ҫынсем япаласем килсе панӑ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн та тупӑннӑ. Ҫапах ҫири кӗпе-йӗмпе тӑрса юлнӑ ҫемьене татах пулӑшу кирлӗ. Ананьевсене мӗнпе те пулин пулӑшас тетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-927-991-81-82 (Марина Геннадьевна).
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шоркка ялне васкавлӑ медпулӑшу машини килнӗ, анчах вӑл чирлӗ ҫын патне ҫитеймен – ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем машинӑна тӗкнӗ вӑхӑтра фельдшер чӑтса тӑрайман – ватӑ ҫын патне пулӑшма кайнӑ.
Ҫав кун Шоркка ялӗнчи ватӑ ҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу яла вӑхӑтрах ҫитнӗ-ха, анчах пӗр урамра кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем те айккинче юлман – пулӑшма васканӑ. Кам вӗрен, кам кӗреҫе йӑтнӑ.
Ҫав вӑхӑтра фельдшер чирлӗ ҫын патне ҫуранах утнӑ. Утмалли вара сахал мар – 1 ҫухрӑм ытларах. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машинине те йӗркеллех кӑларнӑ. Шӑпах КамАЗ иртсе пынӑ, вӑл туртса кӑларнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫын 73 ҫулти арҫын патне пынӑ та вак укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен – кӗсйинчен кӑларса панӑ. Вӑл ӑна унччен те пӗрре мар пулӑшнӑ.
Ҫав вӑхӑтра килсӗр ҫын арҫыннӑн кӗсйинче хутлӑ укҫа пулнине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна куҫ хывнӑ, вак укҫа панӑшӑн арҫынна тав туса ыталаса илнӗ те хутлисене йӑкӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл ырӑ ҫыннӑн кӗсйинчен 4 пин тенкӗ кӑларса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ чухне бомж самаях ӳсӗр пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑрланӑ укҫапа вӑл лавккана кӗрсе эрех тата ҫимелли туяннӑ.
Шупашкар районӗнче паян хулатӑвӑм комитечӗ пухӑннӑ. «Тӑван Ен» тетелти кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явнӑ проектсен йышӗнче Мӑн Кивпулӑх патӗнче тума палӑртнӑ аквапарк та пулнӑ.
Комитет пайташӗсене темиҫе проектпа паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Чумкасси патӗнче ҫуртсем лартма уйӑрнӑ лаптӑк, Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр хӑпартма уйӑрнӑ 17 гектарлӑ лаптӑк пулнӑ. Унсӑр пуҫне Хурамакасси ҫывӑхӗнчи санитарипе хӳтлӗх лаптӑкне улшӑнусем кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ку ыйту та ҫурт хӑпартма ҫӗр уйӑрнипе ҫыхӑннӑ.
Мӑн Кивпулӑх патӗнчи проет эскизӗпе килӗшӳллӗн унта спортпа сывату комплексне хӑпартмалла. Унта апитерапи тата уҫӑ аквапарк пулмалла. Ячӗ унӑн «Пять озёр» (чӑв. Пилӗк кӳлӗ) пулмалла. Сӑмах май, ку ята халӑх лайӑх пӗлет — лавккасенче ку ятпа шуррине сутаҫҫӗ. Атайкасси патӗнче вара пилӗк кӳлӗ пурри питӗ иккеленӳллӗ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи Хыркасси тата Явӑш ялӗсен хушшинчи ҫула юсӗҫ: 637-мӗш ҫухрӑмран пуҫласа 643-мӗш таран ҫӗнетӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинче виҫӗ вырӑнта ҫутӑ пулӗ.
Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, федераци ҫулӗсен 76 проценчӗ нормативпа килӗшсе тӑрать. Пӗлтӗр федераци пӗлтерӗшлӗ 83,3 ҫухрӑма юсанӑ, ҫул ҫинче инкек час-часах пулакан 15 вырӑна пӗтернӗ. Аварисен йышӗ 19 процент чакнӑ, инкекре вилекенсен хисепӗ те 2,8 процент пӗчӗкленнӗ.
Сӑмах май, халӗ Сӑр урлӑ эстакада тӑваҫҫӗ, ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлемелле.
Шупашкар районӗн центрӗнчи, Кӳкеҫ поселокӗнчи, ишӗлекен ҫуртсене сӳттерессишӗн суда ҫитнӗ. Таӑҫпа тухаканни — прокуратура. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ.
Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 2-мӗшпе 3-мӗш корпусӗсенче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ. Япӑхнӑ ҫав ҫуртсенчисене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ. Апла пулин те ҫурчӗсем пӗрех саркаланса лараҫҫӗ.
Шупашкар районӗн прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, кивӗскерсем ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларс тӑратаҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗ республикӑн Стройминӗпе хӑй вӑхӑтӗнче пуснӑ килӗшӳре ҫуртсене сӳтме пулнӑ. Анчах лав вырӑнтан хускалман.
Васкаман район администрацине надзор органӗ ӗҫе пурнӑҫлама суд урлӑ хистесшӗн. Ҫавна май вӑл тавӑҫпа тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |